Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чӑваш кӗнеке издательстви

Культура
Николай Ишентейӗн хайлавӗсен пуххи
Николай Ишентейӗн хайлавӗсен пуххи

Чӑваш кӗнеке издательствинче Николай Ишентейӗн суйласа илнисем пӗр кӗнекере кун ҫути курнӑ. «Суйласа илнисем» ят панӑскере ҫыравҫӑн тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ хайлавӗсем кӗнӗ. Вӗсенче автор нравственность, юратупа туслӑх, тӑван тавралӑха юратас темӑсене хускатнӑ.

«Тӗрӗллӗ ҫыру тӗлӗнтермӗшӗсем» хайлава Н. Ишентей 2005 ҫултах ҫырнӑ, «Ташлакан купӑса» — 2006-мӗшӗнче, «Чарусӑр мечӗке» — 2007-мӗшӗнче, «Хаваслӑ кӑлтӑрмача» — 2009-мӗшӗнче.

Николай Ишентей – Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ, 20 ытла кӗнеке авторӗ. Вӑл ачасем валли кӑна мар, аслисем валли те ҫырать. Унӑн ӗҫӗсем «Чи вулакан кӗнеке» республикӑри конкурсра та пӗрре кӑна мар ҫӗнтернӗ. Ҫыравҫӑ Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ кӑҫалхи ӑмӑртӑвӑн чӑваш тапхӑрне те хутшӑннӑччӗ.

 

Чӑваш чӗлхи

«Хавал» чӑваш халӑх пӗрлешӗвӗн хастарӗ Александр Блинов «Кала-ха» вӗренӳ пособийӗ валли нимеҫӗсем (волонтерсем) шырать.

Аса илтеретпӗр, вӑл кӑларӑма вырӑс шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗренекен пӗрремӗш класс ачисем валли малтанласа диск ҫинче кӑларнӑччӗ. «Кала-ха» вӗренӳ пособине 15 юрӑ ҫырнӑ. Вӗсенчен пӗрине мӗнпур курс валли визит карточки тесе хаклаҫҫӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пособи кун ҫути кӑтартассине те пӗлтернӗччӗ.

«Кала-ха» вӗренӳ пособине нимеҫӗсем чӑваш чӗлхин словарьне йӗркелеме, вӗренӳ пособийӗн сайтне тытса тӑма, хыпарсем вырнаҫтарма, йӑнӑшсене тӳрлетме тата текстсене сасӑпа вулама, пособи валли хушма материал хатӗрлеме кирлӗ.

Маларах чӑваш халӑх сайчӗ Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн ҫак уйӑхри ларӑвӗнче Александр Блинов «Кала-ха» вӗренӳ кӗнеки валли хатӗрленӗ ҫӗнӗ сӑмахсене сӳтсе явнине ҫырнӑччӗ. Комисси пайташӗсем терминсемпе малтан хаҫат-журналсенче тата илемлӗ литературӑра усӑ курма сӗннӗ. Кайран тин, пурнӑҫа кӗртсен, вӗренӳ кӗнекине те кӗртме юрать тенӗ. «Ачасем ҫинче эксперимент тума кирлӗ мар», — пулнӑ пӗтӗмлетӳ.

Малалла...

 

Персона

Паян Чӑваш халӑх ҫыравҫи Василий Алентей ҫуралнӑранпа 97 ҫул ҫитнӗ. Вӑл Вӑрмар районӗнчи Кӗтеснерте ҫуралнӑ.

Василий Алентей — проза ӑсти, поэт, публицист тата критик. Шкулта та ӗҫленӗ, район хаҫат редакторӗнче те, Чӑваш кӗнеке издательствинче те, «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗнче те.

Ҫыравҫӑн тӑван тӑрӑхӗнче «Ҫӗр ӗҫченне мухтанӑ ентеш» мероприяти ирттернӗ. Унта ачасене ҫыравҫӑ биографийӗпе паллаштарнӑ, унӑн паллӑ произведенийӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Алентей хайлавӗсем кӗтеснерсен кӑна мар, пӗтӗм чӑваш халӑх мухтавӗ пулнине палӑртса хӑварнӑ.

Ентешӗн ҫуралнӑ кунне халалланӑ мероприяти тӗлне вулавӑш ӗҫченӗсем «Манӑҫми Алентей» курав та йӗркеленӗ, ачасем унпа та чунтан кӑсӑкланса паллашнӑ.

 

Ӳнер

Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче чӑваш халӑх ӳнерҫи Праски Витти 80 ҫул тултарчӗ. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн, Чӑваш Республикин халӑх художникӗн юбилейӗ ячӗпе Чӑваш кӗнеке издательстви «Праски Витти. Живопись, эмаль, графика, монументальное искусство» альбом кун ҫути кӑтартнӑ. 500 тиражпа пичетленӗскере И.А. Улангин пухса хатӗрленӗ.

Альбома художникӑн тӗрлӗ ҫулхи ӗҫӗсене кӗртнӗ. Тӗрлӗ ярӑмри ӗҫсем хушшинче Константин Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх хатӗрленисем те, Ҫеҫпӗл поэзийӗ те тата ытти те пур.

Художникӑн альбома кӗртнӗ живопись, эмаль, графика иллюстрацийӗсенче тӑван халӑхӑмӑрӑн кун-ҫулӗ сӑнланнӑ. Ӗҫсен ячӗсене чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла ҫырнӑ.

Сӑмах май, паян Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче Праски Виттине халалланӑ курав хӑтлавӗ иртмелле. Унта ҫитес текенсене 15 сехете чӗнеҫҫӗ. Эпир маларах асӑннӑ альбомпа та унта паллаштарӗҫ.

 

Культура
Чӑваш кӗнекисем Туркменистанри куравра
Чӑваш кӗнекисем Туркменистанри куравра

Чӑваш литературине туркменла, туркменлине чӑвашла куҫарасси пирки республикӑн Информаци политикин тата массӑлла коммуникацисен министерстви хыпарлать.

Пӗр чӗлхерен теприне куҫарас шухӑш патне Чӑваш кӗнеке издательствин пуҫлӑхӗ Валерий Комиссаров ҫитнӗ. Кун пирки вӑл Туркменистанри «Дияр» литература журналӗн редакторӗпе Акмухаммет Хемидовпа калаҫса татӑлнӑ. Енсем Ашхабадра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери «Книга — путь сотрудничества и прогресса» (чӑв. Кӗнеке — килӗштерсе ӗҫлемелли тата аталанмалли ҫул) XI курав-ярмӑрккӑра тӗл пулнӑ.

Авӑн уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенчи ҫав мероприятие Раҫҫейри тата Никама пӑхӑнман ҫӗршывсен союзне кӗрекен ҫӗршывсенчи 50-а яхӑн организаци хутшӑннӑ. Вӗсем пурте издательство тата полиграфи ӗҫӗпе, кӗнеке кӑларассипе тӑрӑшаҫҫӗ.

 

Чӑваш чӗлхи

«Хавал» чӑваш халӑх пӗрлешӗвӗ вырӑс шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗренекен пӗрремӗш класс ачисем валли диск кӑларнӑ.

«Кала-ха» вӗренӳ пособине 15 юрӑ ҫырнӑ. Вӗсенчен пӗрине мӗнпур курс валли визит карточки тесе хаклаҫҫӗ.

Маларах асӑннӑ пӗрлешӗвӗн хастарӗ Александр Блинов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес уйӑхра Чӑваш кӗнеке издательствинче пособи те кун ҫути курӗ.

Диска Ют чӗлхесен «Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) шкулӗнче туянма пулать. Унӑн сайчӗ — http://language-school.ru/kontaktyi. Диск 100 тенкӗ тӑрать.

А. Блинов офиссен адресӗсене те пӗлтерет: Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 12Б ҫуртри 212-мӗш офис (23-02-03), Ленин проспектӗнчи 7-мӗш ҫуртри 302-мӗш офис (тел. 68-50-07), Мускав проспектӗнчи 17/1-мӗш ҫуртри 2-мӗш хутра (тел. 43-96-77), Университет урамӗнчи 34-мӗш ҫурт (тел. 68-50-90), Максим Горький урамӗнчи 12-мӗш ҫурт (тел. 68-00-56), 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 19/37-мӗш ҫурт (тел. 68-50-03), Смирнов урамӗнчи 7-мӗш ҫурт (тел. 68-03-45). Кунсӑр пуҫне Ҫӗнӗ Шупашкарта та сутаҫҫӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш кӗнеке издательствинче Чӑваш Енӗн тӗп саккунне — Конституцине — чӑвашла тата вырӑсла кун ҫути кӑтартнӑ. Кӗнеке евӗр пичетленӗ ҫак документӑн тиражӗ пысӑках мар — пурӗ те 200 экземпляр.

2000 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пуҫласа йышӑннӑ республикӑн тӗп саккунне вӗҫӗмех ҫӗнетсе те тӑнӑ. Пуҫласа ӑна 2003 ҫулхи пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче улшӑну кӗртнӗ. Унтан — 2004 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, 2006 ҫулхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче тата юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 2013 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, 2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче.

Конституци 10 пайран тата 15 статьяран тӑрать.

 

Культура

Чӑваш Енри кӗнеке издательстви Хакас Республикинчи семинара хутшӑннӑ.

Сӑнанӑ тӑрӑх, ку издательство республика тулашӗнчи тӗрлӗ мероприятие вӗҫӗмех хутшӑнать. Аталанас, ӗҫре ҫӗннине мӗн те пулин тупас, ӑна усӑ курас шухӑшлӑ кирек епле организаци те ун пек семинар-канашлусене хаваспах хутшӑнма кӑмӑл туни пирки иккӗленмелле мар ӗнтӗ.

Абаканти семинара хамӑр патри кӗнеке кӑларакансем кӑна мар, чикӗ леш енчисем те пуҫтарӑннӑ. Унта пухӑннисем электрон учебниксем кӑларассине, вӗренӳ литературин пахалӑхне ӳстерессине, стандартсене тата ытти саманта пӑхӑнса ӗҫлессине сӳтсе явнӑ. Кирек епле ӗҫри ӑнӑҫу та ҫынсенчен килнине кура издательствӑра ӗҫлекенсен квалификаци шайне ӳстересси пирки те сӑмах хускатнӑ.

 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче Нелли Петровскаян «Тухатмӑш» кӗнекин иккӗмӗш пайӗ кун ҫути курнӑ.

Вулакансенчен самайӑшне килӗшнӗ ҫак кӗнеке авторӗ 2001 ҫултах леш тӗнчене уйрӑлса кайнӑ. Романӑн алҫырӑвне ҫыравҫӑн килти архивӗнче асӑрханӑ. «Тухатмӑшӑн» пӗрремӗш кӗнекине 2012 ҫулта кун ҫути кӑтартнӑ.

Романӑн тӗп сӑнарӗ — Минке. Тухатма пӗлнишӗн унӑн чунӗ асапланать. Ҫылӑха каҫарас тесе хӗрарӑмӑн ҫӗнӗрен ҫуралса тепӗр хутчен пурӑнса ирттерме тивет.

Романӑн иккӗмӗш пайӗнчи сюжет ачасӑр ҫемьере 20 ҫултан хитре хӗр ҫуралнинчен пуҫланать. Аталану шайӗпе пӗчӗклех хӗрача ыттисенчен уйрӑлса тӑрать. Анчах пурнӑҫӗ унӑн пӗртте ҫӑмӑл килмест: самай кӑткӑслӑха ҫӗнсе малалла тапаҫланма лекет.

Романа вуласа тухнисем унӑн чӗлхи ҫӑмӑллине, сюжечӗ кӑткӑссине палӑртаҫҫӗ.

 

Чӑвашлӑх

Мускавра ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче кӗнеке фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Александр Пушкин ҫуралнӑ кунне тата Вырӑс чӗлхин кунне халалланӑ. Курава Раҫҫейри 300 издателсьтво хутшӑннӑ.

Фестивале Чӑваш кӗнеке издательстви те кайнӑ. Вӗсем курава 300 ытла кӗнеке тӑратнӑ – истори, культура пирки, илемлӗ хайлавсем, ача-пӑча литератури.

Экспозиципе Дмитрий Медведев премьер-министр паллашнӑ. Ӑна Чӑваш энциклопедийӗн тӑватӑ томне кӑтартнӑ. Дмитрий Медведев проект тӗлӗшпе ӗҫ малалла пынипе пыманни ҫинчен интересленнӗ. Чӑвашсем электронлӑ версине аталантарнине каланӑ.

Премьер-министра Чӑваш кӗнеке издательстви мӗн чухлӗ кӑларни тӗлӗнтернӗ. Юлашки 3 ҫулта предприяти 940 пин экземпляр кӗнеке кӑларнӑ.

Чӑвашран килнисем Дмитрий Медведева «Чӑваш Республикин этнокультура портречӗ» кӗнеке парнеленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/33771
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та